Ҫӗнӗ Мӑнтӑр (выр. Новое Шептахово) — Чӑваш Республикинчи Вӑрмар районне кӗрекен ял. Аслӑ Чак ял тӑрӑхӗн йышне кӗрет.
Кӗҫӗн Енӗш юханшывӗн сулахай ҫыранӗнче вырнаҫнӑ. Шупашкара ҫитме — 73 км, район тӗпне (Вӑрмар) ҫитме — 9 км, чи ҫывӑхри чукун ҫул станцине ҫитме — 9 км.
Историри ячӗ — Новый Мундырь (Ҫӗнӗ Мӑнтӑр) выҫҫӑлки. Кунта пурӑнакансем 1866 ҫулччен — патшалӑх хресченӗсем пулнӑ. Тӗп ӗҫӗсем — ҫӗр ӗҫӗ тата выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетесси. 1920-мӗш ҫулсенче тимӗрҫӗ, пичке ӑсталасси тата ҫӗвӗҫ ӗҫӗсем пулнӑ, шыв арманӗ ӗҫленӗ. 1931 ҫулта «Красные Шептахи» колхоз йӗркеленнӗ.
Администрациллӗ пайлану тӗлӗшпе XIX ӗмӗртен пуҫласа 1927 ҫулччен Ҫӗрпӳ уесӗнчи Кивӗ Арапуҫ тата Вӑрмар вулӑсӗсене кӗнӗ, 1927 ҫултанпа — Вӑрмар районӗн йышӗнче пулнӑ.
Наци йышӗ — чӑвашсем.
Ялта шкул, клуб, спорт лапамӗ, магазин, икӗ суту-илӳ киоскӗ пур.
2010 ҫулта «Арабоси» агрофирма» ООО ӗҫленӗ.
Статья каҫми :: Пичет версиӗ 